«Общество укҫи-тенкине тытса пырассипе Раҫҫейри чи лайӑх ӗҫлекен муниципалитет пӗрлешӗвӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чӑвашран унта тӑватӑ муниципалитет хутшӑннӑ: Патӑрьел, Пӑрачкав, Муркаш районӗсем тата Шупашкар хули. Пӗтӗмпе вара 60 регионти 186 хула округӗ тата район тупӑшнӑ.
Конкурса йӗркелекенсем вырӑнтисен хысни пӗлтӗр епле тулнине, вӗсен нормативпа право базине, йӗркелӳпе кадр ӗҫ-хӗлне тишкернӗ. Пӗрремӗш степеньлӗ дипломпа виҫӗ муниципалитета чысланӑ: Владимир хулине, Алтай енӗнчи Барнаул хулине тата Муркаш районне.
Патӑрьел районӗн администраци йышӑнӑвӗпе ҫӗртмен 17-мӗшӗнчен 16:00 сехетре районта йывӑр лару-тӑру режимне ҫирӗплетни ҫинчен эпир маларӑх пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Кулленхи шӑрӑх кунсене пула районта ун чухне 7,093 пин гектар лаптӑкра ял-хуҫалӑх акнӑ тыр-пулӑ аманнӑ пулнӑччӗ. Паян вара, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче йывӑр лару-тӑру режимне сирнӗ. Ку районти шӑрӑх кунсем ҫумӑрлӑ, ӑмӑрлӑ кунсемпе ылмашнипе ҫыхӑннӑ. Ҫапла вара районти вӑрмансене те ҫӳрӗме ирӗк панӑ.
Чӑваш Енри ИӖМ пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене, организаципе преприятисен ертӳҫисене шырлӑх масштаблӑ курассинчен хӑтӑлас тӗлӗшпе кирлӗ ӗҫсене пурнӑҫласа пыма сӗнеҫҫӗ.
Мӗн кӑна пулса иртмест пурнӑҫра. Ыррипе юнашарах яланах усалли пӗр утӑмпа пырать.
Ҫак кунсенче судра акан 1-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче пулса иртнӗ инкекпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухаҫҫӗ. Йӗрлев тӗпчесе пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ кунта 39-ҫулхи хӗрарӑм хӑйӗн тӑват уйӑхри пепкене пӗрремӗш хут рис пӑттине ҫитерме шутланӑ. Тухтарсем сӗнмен пулин те пӗчӗк хӗре хӗрарӑм тӑрантармах шутланӑ. Хайхи пепкен вара сывламалли ҫулсем тулса ларнӑ иккен, вӑл чихӑннипе вилсе кайнӑ.
Ҫак тӑват уйӑхри хӗрача ҫемьере ҫиччӗмӗш пулнӑ. Пӑтӑрмаха пула хӗрарӑмпа упӑшкин ашшӗ-амӑш прависене чакарнӑ.
Ҫитес кунсенче асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа суд ларӑвӗ хӑйӗн йышӑнӑвне палӑртӗ.
Патӑрьел районӗн администраци йышӑнӑвӗпе ҫӗртмен 17-мӗшӗнчен 16:00 сехетре районта йывӑр лару-тӑру режимне ҫирӗплетнӗ ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Патӑрьел районӗ юлашки кунсенче шӑрӑх та хӗвеллӗ тӑракан ҫанталӑкран аптӑрать, ҫумӑр ҫуни те кунта тахҫанах пулнӑ.
Чӑваш Енри ИӖМ пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗртме уйӑхӗнче Патӑрьел районӗненче ытти ҫулсенчи кӑтартусемпе танлаштарсан ҫанталӑк ӑшшипе 3-4 градус таран ирттерет. Ҫумӑр ҫӑвать пулсан та ҫӗре лайӑх йӗпетмеллех ҫумасть. Ҫакна пула тӑпрара нӳрӗк самай ҫителӗксӗр иккен. Шӑрӑх кунсене пула 7,093 пин гектар лаптӑкра ял-хуҫалӑх акнӑ тыр-пулӑ аманнӑ.
Йывӑр лару-тӑру пуҫланни пирки пӗлтерни пулас шырлӑхран хӑтӑлма пулӑшӗ. Ҫапла май ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене, организаципе преприятисен ертӳҫисене ҫутҫанталӑк малалла епле пулассине тӗплӗн сӑнама ыйтаҫҫӗ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ҫемье выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарма пулӑшас тесе конкурс йӗркеленӗ.
Патшалӑх укҫине илме ӗмӗтленекенсем 23 ҫын тупӑннӑ, анчах вӗсенчен пӗрин бизнес-проекчӗ конкурс ыйтнине тивӗҫтерменнине кура ӑна пӑрахӑҫлама йышӑннӑ.
Асӑннӑ ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, патшалӑх пулӑшӑвӗн вӑтам виҫи 4 миллион тенкӗпе танлашать. Укҫана Патӑрьел районӗнчи И.Ш. Куликов, Комсомольски районӗнчи Ф.Г. Хайртдинов, Вӑрнар районӗнчи В.Г. Яковлев, Елчӗк районӗнчи Н.П. Бикулов, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи В.Г. Ермолаев, Ҫӗмӗрле районӗнчи Е.В. Карасев, Шӑмӑршӑ районӗнчи А.К. Хлюкин фермерсене пама йышӑннӑ. Куликов, Хайртдинов, Яковлев, Бикулов тата Ермолаев фермерсем укҫапа 50-100 пуҫлӑх сӗт-ҫу фермисем хӑпартасшӑн. Карасев вара выльӑх-чӗрлӗх валли хуралтӑсем ҫӗклесшӗн, выльӑх апачӗ хатӗрлемелли техника тата ашлӑх ӑратлӑ ӗне-выльӑх туянасшӑн.
Ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Кремльте «Мухтава тивӗҫлӗ ашшӗ-амӑшӗ» орденпа нумай ачалла 10 ҫемьене чысланӑ. Патшалӑх пуҫлӑхӗ аллинчен орден илекенӗсен шутне пирӗн ентешӗмӗрсем, Шупашкар хулинче пурӑнакан Павловсен ҫемьи те кӗнӗ.
Ольга Михайловновнапа Алексей Аполлинарьевич 10 ача пӑхса ӳстереҫҫӗ, вӗсенчен чи асли 18 ҫулта, кӗҫени вара ҫӗртме уйӑхӗнче 4 ҫул тултарать.
Мускавра пулнӑ вӑхӑтра мухтава тивӗҫлӗ кашни кил-йыша хулари паллӑ вырӑнӗсемпе илсе ҫӳренӗ, тӗрлӗ музейсемпе паллаштарнӑ.
Асӑннӑ ордена пирӗн етешсем иртнӗ ҫулсенче те тивӗҫнӗ. 2009 ҫулта — Медведьевсен ҫемьи (Патӑрьел районӗ), в 2010 ҫулта — Маловсен ҫемьи (Патӑрьел районӗ), 2012 ҫулта — Филимоновсен ҫемьи (Ҫӗрпӳ районӗ).
Ордена тивӗҫлӗ нумай ачаллӑ ҫемьесем пирӗн республикӑра малашне те пулӗҫ тесе шанас килет.
Чӑваш Енре иртнӗ кунсенче республика шайӗнче «ял-хуҫалӑх производствин тракторист-машинисчӗ» профессипе олимпиада иртрӗ. Асӑннӑ ӑмӑртӑва вӑтам, пуҫламӑш профессиллӗ учрежденийӗсенче вӗренекен аслӑ курссем хутшӑннӑ. Олимпиада икӗ турпа иртнӗ: пӗрремӗш — вӑтам профессилле паракан учрежденисенче, иккӗмӗш — республика шайӗнче — Етӗрне районӗн агротехника техникумӗнче.
Ӑмӑртура теори ыйтӑвӗсемпе практикӑра кӑтартмалли ӗҫсем пулнӑ. Олимпиада пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пӗрремӗш вырӑна Етӗрне районӗнчи агротехника техникумӗн студенчӗ Алексей Филиппов, иккӗмӗш вырӑна Кӳкеҫ посёлокӗнчи 27-мӗш училищӗре вӗренекен Александр Павлов, виҫҫемӗш вырӑна вара Патӑрьелти 7-мӗш профессилле училищин вӗренекенӗ Дмитрий Рубцов тухнӑ.
Сахӑр кӑшманӗ чӑвашсемшӗн анлӑ сарӑлнӑ культура тееймӗпӗр. Ҫапах та ӑна туса илекенсем ҫук мар. Хӑшӗсем ҫӗршыв шайӗнче те палӑраҫҫӗ.
Раҫҫейӗн сахӑр тӑвакансен союзӗ пӗлтӗр «Сахӑр кӑшманӗ акакан Раҫҫейри чи лайӑх хуҫалӑх» тата «Сахӑр туса илекен Раҫҫейри чи лайӑх савут» конкурссем ирттернӗ. Вӗсене нумаях пулмасть пӗтӗмлетнӗ те пирӗн республикӑри виҫӗ хуҫалӑх ҫӗнтернине палӑртнӑ. Чи лайӑххисен шутӗнче — Патӑрьел районӗнчи «Исток» агрофирма, Улатӑр районӗнчи И.А. Сергунина фермер хуҫалӑхӗ тата Комсомольски районӗнчи «Дружба» кооператив. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫӗртмен 19-20-мӗшӗсенче Орел хулинче иртекен XII Пӗтӗм тӗнчери сахӑр канашлӑвӗнче чыслӗҫ.
Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене тишкернӗ май маларах эпир ҫурҫӗртисем кӑнтӑртисене ҫитеймеҫҫӗ тесе хыпарланӑччӗ-ха. Чӑн та. Кайри мала епле туртӑнсан та вӗсене ҫитме май килмен. Комсомольскисем, шӑмӑршӑсем тата елчӗксем ҫуртрисене акса вӗҫленӗ. Патӑрьел тата Вӑрнар районӗсем те юлашки гектарсем ҫинче акаҫҫӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви Улатӑр, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле районӗсенче ӗҫ майӗпен пынине пӗлтерет. Вӗсенче ҫурри таран та акайман иккен-ха.
Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акса пӗтернисем ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те паян ҫӗрулми лартассипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе ҫав культурӑна 3 пин ытларах гектар акнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин пӗрре-пиллӗкмӗш пайне яхӑн.
Ҫу кунӗсем ав, кӗҫех таврара «хуҫаланма» тытӑнчӗҫ. Хӗл ытамӗнчен хӑтӑлса, ҫутҫанталӑк ҫӗнӗ ем-ешӗл симӗс тум тумланма тытӑнчӗ те. Ҫурхи кунсемпе пӗрлӗх уйсенче хӗрӳ ӗҫ тапхӑрӗ пуҫланать.
Хӗвеллӗ, ӑшӑ кунсене пула ҫурхи ака-суха ӗҫӗ кӑҫал темиҫе кун маларах пуҫланнӑ. Асӑннӑ ӗҫӗ чи малтанах Елчӗк, Патӑрьел, Улатӑр тата Вӑрнар районӗсем хастаррӑн пуҫарӑннӑ.
Иртнӗ ҫулпа танлаштарсан ку вӑхӑталла пӗлтӗр 7 пин гектар акнӑ пулсан, кӑҫал вара 20 пине ҫитнӗ.
Ака-суха ӗҫне паянхи куна республикӑри пур район та тытӑннӑ. Апла пулин те Чӑваш Республикин ял-хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ака-суха ӗҫӗн хӗрӳ тапхӑрӗ тин кӑна ҫӗнӗ вӑйсем илме тытӑнни ҫинчен каласа хӑварать.
Ял-хуҫалӑх пуҫлӑхӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал 570 пин гектар акса лартма паллӑртса хунӑ.
Унсӑр пуҫне тата Шупашкар районӗн Тутаркасси ялӗ ҫумӗнчи чӑх-чӗп фабрикине ҫӗнетме, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӗнӗ ферма хута яма ятарлӑ проектсем хатӗрленеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.